Михаил сеспель биография стихи

Обновлено: 25.12.2024

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă.

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Çырнисен пуххи».

Хĕрӳллĕ чăваш поэзи ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Украинăри Старогородка салинче вилнĕ.

Читайте также: