К иванов стихи на чувашском языке
Обновлено: 25.12.2024
Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,
Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.
Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам -
Тахçанах ман валли çыхакаи чăлхана.
Çĕр улми калакне таянтар кĕтессе,
Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,
Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем
Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.
Сăмахпа эс каллех упкелеймĕн мана:
Упкев- манăçать эп килте пулнă чух.
Ãсатса янă чух-ятламаççĕ çынна.
Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.
Эс пирĕнтен те çамрăкрах,
чăваш поэзин чаплă ашшĕ.
Эс - иртнĕ кун. Çав вăхăтрах
эс халăх кăмăлĕн малашĕ.
Эс - пирĕн аслă çĕнтерÿ,
эс - пĕтĕм çут çанталăк панă
асамлă вăй,тĕлĕнтерÿ.
Çĕр-шыв хăйне санра упранă.
Эс, çÿллĕ пăнчă пек,- пĕрре.
Çĕршер çĕрте асра тытмалăх
сан сассупа историре
ялан калаçĕ пирĕн халăх.
Çитсе тапта ман тăпрама.
П. Хусанкай
(Сăн ÿкерчĕк айне халалласа
çырни, 1957).
Акă ун кĕнекисем,
пилĕк-ултă кĕнеки.
Калан - ун япалисем,
калан,- ал ăсти вилсен
унсăр юлнă ал пăчки.
маншăн - çавăн пек вĕсем,-
сăвă пуххисем çeç мар,
"вилĕмсĕр ăс-тăн çeç мар!
Тен, платник япалисем
Вăл вилсен ун ывăлне
туйăнаççĕ çапларах:
вĕсенче куллен-кунах
ал ăшши упраннă пек,
тăлăха пĕр çав анчах
сасăсăр ăшăтнă пек. -
"Камччĕ саншăн вăл?" - тесен
шăллăмăрсене шавах
хурланса чун-чĕререн
калăп эпĕ пĕр сăмах:
ăшăччĕ вăл, ăшăччĕ.
Тăлăх ÿснĕ ачасем,
кăшт çырма пуçланисем,
çав ăшша кăштах туйма
туртăнатчĕç ун енне,-
ват салтак, вĕсен чунне
вăл пĕлетчĕ ăшăтма,-
вăл вĕсемшĕн - ашшĕччĕ.
Ашшĕcĕр ÿснисене
хамăр халăх ячĕпе,
хамăр халăх йăлипе,
пулăшма пĕлетчĕ вăл,
пиллеме пĕлетчĕ вăл.
Хăй - мĕн ыйтрĕ вăл пиртен? -
Ыр аса илÿ анчах.
Пилĕ ун - пиншер чунта!
Хăй вара чĕри кÿтсен
Хуравларĕ виç сăмах:
"Тăпрама çитсе тапта. "
Кантăксен ку енчи чечексем
Сасартăк шăпланчĕç
юр çывăхра пулнăран.
Ман енне йăл кулса тинкерсем,-
ма тесен эп санпа ытлашши калаçмастăп,
эпĕ калатăп:
юр, куç харши, хунарсем, çил-тăман.
Ман аллăмсем лăпкă-лăпкă,
Аякра-аякра.
Кантăксен харшисем,
шур хутран васкамасăр касса тунă евĕр,
курăнаççĕ чипер.
Вĕсен леш енче, хунарсем тĕлĕнче,
юр çаврăнать -
манăн ачалăхăмра чÿхенме пуçласа
çак куна çитнĕскер.
Çаврăнĕ вăл чарăнмасăр
эс çĕр çинче пур чухне.
Санпа çĕр çинче эп калаçнă чухне
çаврăнĕ вăл чарăнмасăр.
Тĕлĕкре мар, чăнласах
куртăм-и эпĕ таçта çакă шур хĕмсене?
Куртăм, - вара хупрăм куçа,
куç тĕкĕпе витрĕм эп куçсене,-
Шур хĕмсем çаврăнаççĕ
умра çав-çавах,-
эп чараймастăп
вĕсен вăййине.
Читайте также: